Патне ҫитсен вӗсем епле калаҫма пуҫлассине пӗлместпӗр те, анчах хальлӗхе вара Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Мӑн Пукаш ялӗнче пурӑнакан ҫамрӑк ҫемьесем пуҫлӑхсене ҫапла шантарнӑ иккен. Унта ҫӗнӗ клуб тӑвас ыйтупа РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Е.Н. Николаева, Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ю.Ф. Моисеев, Октябрьски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.А. Мясников пулнӑ. Тӗлпулӑва организацисемпе предприятисен ертӳҫисене, усламҫӑсене, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене тата вырӑнти халӑха пухнӑ иккен. Унта культура учрежденине тӑвассипе май килнӗ таран пурне те пулӑшма чӗнсе каланӑ.
Сӑнсем (7)
Патшалӑх регистрацийӗ, кадастрӗ тата картографийӗ енӗпе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «дача амнистийӗпе» усӑ куракансен шучӗ ҫулсерен чакса пырать. «Амнисти» тени дача ҫурчӗсене, ҫӗр участокӗсене, уйрӑм ҫурт-йӗре тата гаражсене ҫӑмӑллатнӑ майпа шута илме май панине пӗлтерет. 2009 ҫулта ку меслетпе усӑ куракансем йышлӑ пулнӑ иккен-ха — ун чух 38 пин обьекта регистрациленӗ. Пӗлтӗр вара — 18 пин, кӑҫал — 6 пин ытларах кӑна.
Куҫман пурлӑха ҫӑмӑллатнӑ меслетпе Канаш (кӑҫал кӑна унта 736 объекта шута илтерттернӗ), Куславкка (625), Сӗнтӗрвӑрри (549), Вӑрнар (480), Тӑвай (385) районӗсенче пурӑнакансем хастар хутшӑннӑ. Шӑмӑршӑ, Хӗрлӗ Чутайсем, Шупашкар, Пӑрачкав тата Муркаш районӗсенче аплах мар иккен. «Дача амнистийӗпе» ҫыхӑннӑ ыйтусене маларах асӑннӑ управленин районсенчи пайӗсенче тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пулать.
Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытассипе 100 балл пухнисен йышӗ Чӑваш Енре икӗ хут ытларах ӳснӗ-мӗн. Тепӗр лайӑх кӑтарту шутӗнче — иккӗ илекенсен шучӗ чакни. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Вӗренӳ министерстви пӗлтернине шута илсе хыпарлать.
Шкул пӗтерекенсем кӑҫал 14 предметпа хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Пурин те тытмалли предметсемпе — вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа — тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнисен шучӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал 1,47 процент ӳснӗ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, экзамена хутшӑннисенчен 97,97 проценчӗ шкул сукмакне вун пӗр ҫул хушши ытахальтен такӑрлатманнине ӗнентерсе панӑ. Чи ӑслӑ ачасем Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тата Ҫӗмӗрле хулинче теме юрать-тӗр, мӗншӗн тесен унта чи пӗчӗк балран пӗчӗкрех илекен пулман. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ тӑрӑх хакласан, вырӑс чӗлхине тата математикӑна Улатӑр районӗпе хулинче тата Ҫӗмӗрле районӗнче начартарах ӑшӑ хывни сисӗнет.
Чӑваш Енре 30 ытла суйлав кампанийӗ иртмелле. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтерни ҫине таянса хыпарлать. Авӑнӑн 8-мӗшӗнче хӑш-пӗр ҫӗрте республикӑн парламентне депутатсем суйланипе пӗрлех вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен пуҫлӑхӗсене суйлассипе тата вырӑнти халӑх тарҫисене суйлассипе сасӑлавсем иртмелле.
Вӑхӑт ҫитиччен иртекен суйлавӑн сӑлтавӗ тӗрлӗрен. Чӑваш парламентне депутат суйлассине илсен, унӑн вырӑнӗ Куславкка районӗнче пушаннӑ. Асӑнӑн пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланнӑ Александр Разумов пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Россотрудничествӑна (ӑна Константин Косачев ерсте пырать, Разумов унӑн пулӑшаканӗ пулнӑччӗ) ӗҫлеме куҫнӑччӗ.
Кунсӑр пуҫне 10 ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суйламалла. Улатӑр районӗнче Атрать тата Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Етӗрне районӗнчи Мучар, Стрелецки тата Ирҫе, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл, Муркаш районӗнчи Ильинкӑри, Пӑрачкав районӗнчи Сиявски, Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ, Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене суйламалла.
Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче, Ҫамрӑксен кунӗнче, икӗ хутчен совет союзӗн геройӗ ята тивӗҫнӗ Андриан Николаев лётчик-космонавта халалласа Сӗнтӗрвӑрри районӗнче йӑлана кӗнӗ «Хаклӑ космонавт, Андриан Николаев» ятпа виҫҫемӗш хут велосипед ӑмӑртӑвӗ иртнӗ пулнӑ.
Ир-ирех велосипедпа чупма кӑмӑл тӑвакансем Шуршӑлти мемориал комплекс ҫумӗнчи тӗп тӳремне пухӑнма тытӑннӑ.
Ӑмӑртма тухнисемпе курма пынисене Сӗнтӗрвӑрри районӗн администраци пуҫлӑхӗ Ю.Ф. Моисеев тата хӑнасем саламланӑ, яланах ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма сӗнсе хӑварнӑ. Хыҫҫӑн вара Андриан Николаев косманавтӑн вил тӑпри ҫине асӑнса чечексем хунӑ.
Велочупӑва вӗренӳ учережденисемпе тӗрлӗ организаци ӗҫченӗсем, хулапа район ҫыннисем, районти администрацинче вӑй хуракансем, халӑх пӗрлӗхӗсенче тӑракансемпе Ҫӗнӗ Шупашкарти велосипед спортне кӑмӑллакансем хастаррӑн хутшӑннӑ пулнӑ.
Ӑмӑрту пӗтӗмешлӗ ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Шӑрӑх та хӗвеллӗ куна пӑхмасӑрах ӑмӑртма тухнисем 22 ҫухрӑма тивӗҫлипех вӗҫне тарин тухма пултарнӑ, ҫапла вара спортпа туслӑ пулмаллине ҫирӗплетсе панӑ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ҫемье выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталантарма пулӑшас тесе конкурс йӗркеленӗ.
Патшалӑх укҫине илме ӗмӗтленекенсем 23 ҫын тупӑннӑ, анчах вӗсенчен пӗрин бизнес-проекчӗ конкурс ыйтнине тивӗҫтерменнине кура ӑна пӑрахӑҫлама йышӑннӑ.
Асӑннӑ ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, патшалӑх пулӑшӑвӗн вӑтам виҫи 4 миллион тенкӗпе танлашать. Укҫана Патӑрьел районӗнчи И.Ш. Куликов, Комсомольски районӗнчи Ф.Г. Хайртдинов, Вӑрнар районӗнчи В.Г. Яковлев, Елчӗк районӗнчи Н.П. Бикулов, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи В.Г. Ермолаев, Ҫӗмӗрле районӗнчи Е.В. Карасев, Шӑмӑршӑ районӗнчи А.К. Хлюкин фермерсене пама йышӑннӑ. Куликов, Хайртдинов, Яковлев, Бикулов тата Ермолаев фермерсем укҫапа 50-100 пуҫлӑх сӗт-ҫу фермисем хӑпартасшӑн. Карасев вара выльӑх-чӗрлӗх валли хуралтӑсем ҫӗклесшӗн, выльӑх апачӗ хатӗрлемелли техника тата ашлӑх ӑратлӑ ӗне-выльӑх туянасшӑн.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи инкек пирки эпир иртнӗ кунсенче пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче каҫ-кӳлем тӗлнелле Атӑлта ултӑ ҫамрӑк ларса килекен моторлӑ кимӗ ӑнсӑртран ҫаврӑнса ӳкнӗ, вара ҫакна пула кашни шыва кӗрсе ӳкнӗ. Пиллӗкӗшӗ ҫӑлӑнма пултарнӑ, 16-ҫулхи хӗр вара путса вилнӗ.
Хӗрен виллине ИӖМ ӗҫченӗсем юханшывра эрне хушши шыранӑ пулнӑ. Республикӑри СУ СКР пуҫлӑхӗн аслӑ пулӑшаканӗ Олег Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер, ҫӗртмӗн 1-мӗшӗнче ҫеҫ 17:00 сехетсенче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗ ҫумӗнче ял ҫыннисем хӗр виллине асӑрханӑ пулнӑ.
Асӑннӑ ӗҫ-пуҫпа паянхи кун тӗпчев пырать, моторлӑ кимӗн хуҫине ҫитес кунсенче явап тыттарӗҫ.
Инкек вӑл яланах кӗтмен ҫӗртен, асӑрхаттармасӑр пырса килет. Инкек вӑл амантать те, сусӑрлать те ҫынсен пурнӑҫӗсене те илсе каять. Паян та ав Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пысӑк хуйхӑ.
«Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче каҫ-кӳлем тӗлнелле Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Атӑлта ултӑ ҫамрӑк ларса килекен моторлӑ кимӗ ӑнсӑртран ҫаврӑнса ӳкнӗ. Ҫакна пула унта ларакан кашниех шыва кӗрсе ӳкнӗ. Пилӗкӗшӗ ҫӑлӑнма пултарнӑ, 16 ҫулхи хӗре вара хальлӗхе тупайман-ха», — пӗлтерет Чӑваш Енӗн СУ СКР пуҫлӑхӗн аслӑ пулӑшаканӗ Олег Дмитриев.
Руль умӗнче 27 ҫулхи хуҫи ларнӑ мӗн, анчах тахӑш хушӑра пассажирсенчен пӗри кимӗне тытса пыма шухӑш тытнӑ. Ларса пыракан ытти ҫынсем хушшипе каҫнӑ вӑхӑтра вӑл кимме ҫавӑрса ӳкернӗ пулать.
«Ҫыран леш енчен кимӗпе ишсе килнӗ чухне ҫур ҫулӗнче пӗри руль умне ларма ирӗк ыйтнӑ. Вара ыйтакан вырӑнтан тӑрсассӑн кимӗ пӗр енне тайӑнса кайнӑ, ҫапла вара 6 ҫамрӑк шыва кӗрсе ӳкнӗ. Виҫӗ каччӑпа икӗ хӗр ҫыран хӗрне ҫитме пултарнӑ — пӗрисем хӑйсемех, теприсене инҫех мар тӑракан инкекрен хӑтаракан ҫынсем шывран тухма пулӑшнӑ. 11-мӗш професси училищинче вӗренекен 16 ҫулхи хӗре вара шел пулин те ҫӑлайман», — пӗлтерет Дмитриев.
Ҫак кунсенче Атӑл юханшывӗнче сивӗ шывра ишессипе Чӑваш Енӗн чемпионачӗ иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ тӑрӑхри 70 ытла ҫын килсе ҫитнӗ. 25 метра ишессипе хӗрарӑмсен хушшинче шалти службӑн капитанӗ Светлана Ерпылева пӗрремӗш вырӑна тухса ылтӑн медале тивӗҫнӗ.
Хастар хӗрарӑм Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи шалти ӗҫсен пайӗнче юрисконсульт пулса тӑрӑшать. Триатлонпа тата ишессипе профессилле майпа ҫине тӑраканскер Чӑваш Енри ӑмӑртусенче 10 хут та чемпион ятне тивӗҫнӗ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче вӑл хӑй те кӗтмен-туман ҫӗртен ҫӑлавҫӑ пек те палӑрчӗ. Ун чухне вӑл Сӗнтӗрвӑрри хулинче бассейнра шыва путма пуҫланӑ хӗрачана ҫӑлнӑччӗ.
Кайри Шӗнерпуҫри (Сӗнтӗрвӑрри районӗ) культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» халӑх пултарулӑхӗн ушкӑнӗ кӳршӗллӗ района — Шупашкар районне — концертпа кайса килчӗ.
Урай Макаҫ культура ҫуртне «Илем» ушкӑн пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма ҫитрӗ. Курма килекенсем умӗнче вӗсем пуш уйӑхӗнчи уявсем тӑрӑх сӑвӑ вуларӗҫ, кулӑшла номерсем лартса пачӗҫ, юрӑ шӑрантарчӗҫ.
Пултарулӑх каҫӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пӗрле ларса чей ӗҫлрӗҫ, Урай Макаҫри культура ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнне Сӗнтӗрвӑрри районне хӑнана чӗнчӗҫ — пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнни хальхи вӑхӑтра тем тесен те питӗ пӗлтерӗшлӗ!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ. | ||
| Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |